
Вӑрнарти аш-какай комбинатне республика хыснинчен субсиди парса тӗрӗсех тунӑ. Ку пӗтӗмлетӳ патне Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитсе тухнӑ.
Республикӑри ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрни саккунпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине маларах прокуратура та тӗрӗсленине эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пӗлтернӗччӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Финанспа бюджет надзорӗн федераци службин республикӑри управленийӗ Вӑрнарти аш-какйа комбинатне хысна законодательствипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене пӗтерме хушса представлени ҫырса панӑ. Росфиннадзор шухӑшланӑ тӑрӑх, 2013-мӗш ҫулта вӑрнарсене субсиди панӑ чух ака лаптӑкне ӳстерсе кӑтартнӑ, ҫавна май субсидие хыснаран 2 миллион тенкӗ ытлашши уйӑрнӑ пулать.
Аш-какай комбиначӗ Росфиннадзор пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшмесӗр суда ҫитнӗ. Ӗҫе виҫҫӗмӗш ен евӗр республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине явӑҫтарнӑ.
Суд субсидие тӗрӗсех уйӑрнине ҫирӗплетсе панӑ.
Ял хуҫалӑх продукцине туса илесси ӳссе пырать тесе ӗнентерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Чӑвашстат цифрисем ҫине таянса.
Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑхӗнче апат-ҫимӗҫ туса илесси кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 112,3 процентпа танлашнӑ. Тӗпӗр майлӑ каласан, пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 12,3 процент ӳснӗ пулать.
Кайӑк-кӗшӗк тата выльӑх туса илессине чӗре виҫепе пӑхсан ку кӑтарту 30,6 процент пысӑкланса 31,4 пин тоннӑпа танлашнӑ, сӗт 0,8% хушӑнса 97,4 пин тоннӑна ҫитнӗ, ҫӑмарта 2,6% хушӑнса 52,3 миллион штука.
Кунта хуҫалӑхсен мӗнпур категорине (унта ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑна мар, фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакан уйрӑм ҫынсем те кӗреҫҫӗ) пӗрле шутланӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗше тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 201 пин пуҫ (пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхсемпе пӑхсан, 98,4%), ҫав шутра ӗнесем — 92,5 пин пуҫ (100,3%), сыснасем — 169,9 пин пуҫ (99,0%), сурӑх-качака — 186,8 пин пуҫ (97,9%), кайӑк-кӗшек — 4,9 миллион пуҫ ытларах (123,9%).

Уй-хире е фермӑна пырса агитбригадӑсем концерт кӑтартасси совет саманинчен пыракан йӑлах-ха. Пӗр вӑхӑтра ӑна пӑрахӑҫланӑччӗ. Юлашки ҫулсенче хӑш-пӗр тӑрӑхра ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ.
Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче юрӑ-ташӑпа вырӑнти артистсем пынине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсен шучӗпе кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнишӗн ӗҫ чарӑнса лармӗ, теприсем вара, канӑҫсӑр чунлисем, чӑрмантарса ҫӳрени вырӑнне хурса вӗчӗрхенеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Карачра агитбригада ӗҫе тытӑннӑ та. Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ программӑпа Л. Краскова, Н. Краснова, З. Гурьева, Д. Тюркова тата Ю. Гаврилов «Вега» хуҫалӑхри рабочисем патӗнче пулнӑ. Ҫатрӑкри складра тырӑ эмеллекенскерсем вырӑнти юрӑҫсене кӑмӑлтанах йышӑннӑ, тав тунӑ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнче асӑннӑ тӑрӑхри "Дружба" хуҫалӑха 34 ҫул ертсе пынӑ Иван Григорьева хисеп туса аса илӳ каҫӗ ирттернӗ.
"И в сердце, и в памяти…" (чӑв. Чӗрере те, асра та...) ят панӑскере Иван Григорьевич ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Иван Григорьевич - производство йӗркелӳҫи. "Дружба" колхоза, маларах асӑнтӑм ӗнтӗ, виҫе теҫетке ҫул ытла ертсе пынӑ. Кайра пынӑ хуҫалӑха мала кӑларнӑ та вӑл колхозпа паллашма республикӑран кӑна мар, ытти регионтан та пырса ҫӳренӗ.
Ӗҫшӗн Иван Григорьева Ленин орденӗпе, Октябрьти революци орденӗпе, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата ыттипе чысланӑ. Пӗтӗмпе унӑн наградисен шучӗ 35-пе танлашнӑ.
Аса илӳ каҫне Иван Григорьева пӗлекенсем, унӑн ачисем, вырӑнти тӳре-шара пуҫтарӑннӑ.

Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хире пӗлтӗрхинчен пилӗк кун маларах тухнине эпир пӗлтернӗчччӗ. Аса илтеретпӗр, ку хыпара ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ Правительство ларӑвӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑччӗ.
Пӑрачкав районӗнчи фермерсем акма тухнӑ. Унти А.Л. Васильев тата Л.Л. Васильев хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем сӗлӗ акаҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем ку ӗҫе 40 гектар ҫинче ҫӗннӗ. Пӗтӗмпе вара вӗсен ҫуртрисем 596 гектар лаптӑк йышӑнмалла. Хирте пӗр тӑван фермерсен ХТЗ-17221 трактор ӗҫлет, «Agrator-5,4» агрегатпа акаҫҫӗ.
Паянхи куна илсен, Пӑрачкав районӗнчи хуҫалӑхсем 2110 га ҫинче кӗрхисене апатлантарнӑ, 1462 га ҫинче кӗрхисене нӳрӗк тытса хӑварнӑ, ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑка 434 га сӳреленӗ, нумай ҫул ӳсекен курӑксене — 1449 га.

Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хире пӗлтӗрхинчен пилӗк кун маларах тухнӑ. Кун пирки ӗнерхи Правительство ларӑвӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ.
Чӑн та, Елчӗк районӗнчи «Прогресс» обществӑра ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӗрхи культурӑсене апатлантарма пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах елчӗксенчен маларах улатӑрсем хире тухса ӗлкӗрнӗ. Унти «Митра» тата «Новь» тулли мар яваплӑ обществӑсем, Н.Н. Назарован хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ака уйӑхӗн малтанхи кунӗсенчех кӗрхи тулла удобрени сапма тытӑннӑ.
Ӗнерхи куна илсен, республикӑри 19 районта ҫурхи ӗҫсене тытӑннӑ. Патӑрьел районӗнче сухан вӑррине акма пуҫланӑ, ҫуртри тӗштырӑна та акма тытӑннӑ. Шӑмӑршӑпа Патӑрьел районӗсенче ҫурхи культурӑсене 98 гектар ҫинче акса хӑварма та ӗлкӗрнӗ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал 580 пин гектар ҫинче тыр-пул акса туса илме палӑртнӑ.

«Раҫҫейри Danone» компани пуҫлӑхӗ Бернар Дюкро «Газета.Ru» хаҫата панӑ интервьюра Томскри тата Шупашкарти савутсене сутма хатӗрри пирки пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр: асӑннӑ компанин Шупашкарти тата Томскри савучӗсене пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче кризиса пула хупнӑччӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 106 ҫын ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх пулнӑ. Халӗ вӗсенчен ҫуррине тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Ку уйӑхра тата тепӗр 53 ҫыннӑ ӗҫ шырама тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче Чӑваш Енӗн правительстви савутра тӑрӑшнисене пулӑшма, вӗсене ытти предприяти-организацие вырнаҫма май туса пама тӑрӑшнине ӗнентереҫҫӗ.

Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ Николай Якимова виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку должноҫрен кӑларасси пирки хушу пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Николай Петрович ял хуҫалӑх отраслӗнче пысӑк опытлӑ пулнине унӑн ӗҫтешӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗнертенпе Николай Якимова «Нива» вӗренӳ центрне ертсе пыма шаннӑ. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ун пирки ырӑ сӑмахсем самай каланӑ, Николай Якимовӑн агропромышленность комплексӗнчи ӗҫ опытне палӑртса хӑварнӑ.
«Нива» вӗренӳ центрне чылай ҫул ертсе пынӑ Владимир Яковлев нумаях пулмасть «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыма тытӑннӑ.

Елчӗк районӗнче иртнӗ эрнерех, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, хире тухнӑ.
Унти «Прогресс» акционерсен хупӑ обществи кӗрхисене апатлантарать. Ҫак ӗҫе «Туман» ятлӑ агрегатпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Удобрени сапмалли ытти техникӑпа танлаштарсан вӑл пӗрре кайнӑ чухнех тем сарлакӑш лаптӑка апатлантарса пырать. Ҫакӑ топливӑна та перекетлеме май парать, темиҫе трактор та хӑваламалла мар, ӗҫ те хӑвӑрт пулса пырать.
Пӗтӗмӗшле илсен, Елчӗк районӗнче кӑҫал ял хуҫалӑх культурисем 40 пине яхӑн гектар йышӑнмалла. Ҫуртрисене 23,7 пин гектар акма планланӑ. Вӑл шутран ҫурхи пӗрчӗллӗ тата выльӑх апачӗлӗх пӗр ҫул ӳсекен курӑксем 21,2 пин гектар йышӑнӗҫ. Кӗрхисене те пӗлтӗр елчӗксем ҫителӗклех, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин планӗпе пӑхнӑ таран, акса хӑварнӑ.

Шупашкар районне кӗрекен, анчах Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ "Ольдеевская" агрофирма республикӑри тӑнӑҫ та ура ҫинче ҫирӗп тӑракан хуҫалӑхсенчен пӗри. Акционерсен хупӑ обществинче ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пулнӑ. Михаил Васильевич обществӑн директорсен канашӗн ертӳҫипе Евгения Беликовапа курнӑҫнӑ. Агрофирмӑна, сӑмах май каласан, Евгения Алексеевнан ывӑлӗ Андрей Викторович гендиректор пулса ертсе пырать. Теплицӑра пахча-ҫимӗҫ ӳстернисӗр пуҫне "Ольдеевская" акционерсен обществи чечек туса илет, ӗне-выльӑх тытать.
Евгения Беликова Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, агрофирмӑн рентабельлӗхӗ иртнӗ ҫул 32,5 процентпа танлашнӑ. Продукци хӑйхаклӑхне производствӑна модернизациленипе чакарма май килет иккен. Кӑҫал теплицӑсене икӗ гектар ҫинче ҫӗнетесшӗн тата тепӗр, хальхи шучӗпе тӑваттӑмӗш пулӗ, котельнӑй хута ярасшӑн.
